Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тавлашура чӑнлӑх ҫуралӗ

Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра уҫӑлнӑ регионсен хушшинчи «Шӑнкӑртам вулавӗсем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ республика тӗп хулине куҫрӗ. Чӑваш наци музейӗн залӗнче «Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн социаллӑ пурнӑҫпа культура, тӗн тата право йӑли-йӗркисем — хальхи Раҫҫей пурнӑҫӗнче» темӑпа «ҫавра сӗтел» иртрӗ.
Унта Тутарстан Ӑслӑлӑх академийӗн академикӗсем Мирфатих Закиев, Индус Тагиров, Фаяз Хузин, Рафик Мухаметшин, Джавдет Сулейманов тата ыттисем, пирӗннисенчен вара Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев, Атнер Хусанкай, Василий Димитриев, Николай Егоров, Виталий Иванов, Владимир Данилов, Евгений Михайлов, Валентин Абрамов тата ыттисем хутшӑнчӗҫ.
«Ҫавра сӗтеле» Чӑваш Енри мӑсӑльмансен тӗн управленийӗн председателӗ, Раҫҫейри мӑсӑльмансен тӗн управленийӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ, Раҫҫей 06щество палатин членӗ Альбир-хазрат Крганов ертсе пычӗ.
Альбир-хазрат Крганов конференципе «ҫавра сӗтелӗн» тӗллевӗсене ҫапла палӑртрӗ: тӗрлӗ конфесси, тӗн йӑли-йӗркипе пурӑнакансем пӗр-пӗрне ӑнланасси, тытакан ҫыхӑнӑва ҫирӗплетесси, Атӑлҫи халӑхӗсен истори еткерлӗхне пӗрлехи вӑйпа тӗпчесси, тӗн тата вырӑнти влаҫсен никӗсӗ ҫинче тӗрлӗ культурӑна аталанма майсем туса парасси.
­Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗпе ҫыхӑннӑ вӑл е ку ыйтӑва хускатнӑ чух хӑш-пӗр ӑсчах «утияла» хӑйне меллӗрех «турткалама» та хӑтланчӗ пулӗ. Мӗнех, итлесе пӑхар «ҫавра сӗтеле» хутшӑннисен калаҫӑвне.

Индус Тагиров, академик, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ:
— Чӑваш чӗлхи — Чӑваш Енӗн патшалӑх чӗлхи. Ӑна кунта пурӑнакан тутарсен те вӗренмелле тетӗп. Ҫапла тума пӗрре те йывӑр мар — пирӗн чӗлхесем пӗр кӑкран тухнӑ, тӑванлӑ.
Хальхи вӑхӑтра граждансен обществине тӑвасси пирки нумай калаҫаҫҫӗ. Чӑваш Енре ун пекки Комсомольски районӗнчи Тукай ялӗнче пур тенӗ пулӑттӑм. Общество канашӗ йӗркеленӗ. Унта — 35 ҫын.
Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ нумайӑшне тавлаштарать. Манӑн шухӑшӑмпа — ӑна пайламалла мар, тӗпчемелле. Тутарсем те, чӑвашсем те. Икӗ халӑх та паян хӑйне «Эпӗ — пӑлхар», — тени кирлӗ мар. Вун-вун ӗмӗр хушшинче эпир малалла аталаннах.
Тутарстанра «Чӗрӗлӳ» фонд чӑмӑртанчӗ. Вӑл Пӑлхара — Хӗвелтухӑҫ Европӑн культура цивилизацийӗн сӑпкине — ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратас тӑлӗшпе ӗҫлет. Тӑванла икӗ халӑх ӑсчахӗсен ӑна тӗпчемелли майсем тупмалла. Шел те, Чӑваш Енре археологи шыравӗсем тивӗҫлӗ шайрах мар пек туйӑнать.

Атнер Хусанкай, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ:
— Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ чӑвашпа тутаршӑн ҫеҫ мар, финн-угор халӑхӗсемшӗн те пӗлтерӗшлӗ. Ӑс-хакӑл, кӑмӑл-сипет, культура, йӑлӑ-йӗрке пирӗн пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ. Атӑлҫи Пӑлхара ҫӗнӗрен чӗртес тесен ҫак ӗҫе пӗрлехи вӑйпа пуҫӑнмалла. Шухӑшсем тӗрлӗрен пулни хӑрушӑ мар, тавлашура, калаҫура тӗрӗслӗх ҫуралать.

Мирфатих Закиев, академик, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ:
— Лингвист пулсан та историпе те кӑсӑкланатӑп. Чӑвашсемпе тутарсем историе хӑйсене майлӑ тӗпчеҫҫӗ. Ҫапах та кайран пӗр пеклӗх патне пырса тухасса шанатӑп. Тӗрлӗ шухӑшлӑх пире ҫыхӑну тытса ӗҫлеме чӑрмантармасть. Эпӗ, сӑмахран, Иван Андреев чӗлхеҫе лайӑх пӗлетӗп, ун ӗҫӗсене тивӗҫлипе хаклатӑп.

Николай Лукианов, юрист:
— Мана ҫакӑ канӑҫ памасть: пирӗн халӑхсен иртнӗ аслӑлӑхӗ валли малашлӑх ҫукки. Ҫапла шухӑшлатӑп: ҫакна тума Раҫҫей чӑнласах федерациллӗ, унти халӑхсем пӗр танлӑ пулни кирлӗ. Юлашки вӑхӑтра ҫӗршывра ку енӗпе пӗтӗмпех тикӗс тесе калама май ҫук.
Эпир пӗр-пӗрне хисеплес тӗлӗшпе Раҫҫейшӗн тӗслӗх пулса тӑмалла.

Фаяз Хузин, академик, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ:
— Манӑн Хусанти археологи музейӗн ӗҫ-хӗлӗ пирки чарӑнса тӑрас кӑмӑл пур. Ӑна йӗркеленӗренпе икӗ ҫул ҫеҫ-ха. Ун йышӗнче 20 археолог. Вӗсем тӗрлӗ ушкӑнра — тир е металл тӗпчекенсем, антропологи е зоологи енӗпе — ӗҫлеҫҫӗ. Ытларах чухне Тутарстанри экспедицисене хутшӑнаҫҫӗ. Чӑвӑш Енри археологсемпе ӗҫлекен ушкӑн та пур. Ҫурҫӗр Кавказа, Болгарие те ҫитсе курнӑ. Пӑлхарсем Атӑл тӑрӑх хӑпарас умӗн пурӑннӑ вырӑнсене чавса пӑхнӑ.
«Чӗрӗлӳ» фонд вӑйӗпе Свияжск хулин аваллӑхне тӗпчетпӗр. Кунта Хаяр Иван ҫарӗ киличчен мӗн пулнине пӗлес килет. Вырӑссемччен ҫӗр пушӑ выртнӑ-ши? Шупашкар хули пирки те ҫавнах каламалла.
Чӑваш ӑсчахӗсемпе сахал тӗл пулатпӑр. Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче ҫыхӑну ҫирӗпрехчӗ. Эпир сирӗн икӗ аспирантӑра йышӑнма хатӗр.

Евгений Михайлов, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн археологи пайӗн пуҫлӑхӗ:
— Эпир Тутарстан археологи центрӗпе танлашма пултараймастпӑр. Республикӑра ҫак ӗҫе 10 ҫын туса пырать. Эпӗ ертсе пыракан пайра — 5-ӗн. Ҫапах та ӳсӗмсем те ҫук мар. 2007 ҫулта пирӗн институт Тутарстан Наукӑсен академийӗпе килӗшӳ тунӑ, ҫакӑ пӗрле ҫыхӑнса ӗҫлеме май парать.
Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн территорийӗнчи экспедицисене пӗрлехи вӑйпа ирттерни вырӑнлӑ, пӗлтерӗшлӗ пулӗччӗ.

Василий Димитриев, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ:
— Иртнӗ ӗмӗрен 40-мӗш ҫулӗсен варринче ССР Союзӗн ертӳҫисем тунӑ йышӑну Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн историне уҫӑмсӑрлӑхсемпе пуянлатрӗ. Тутарсем — пӑлхарсем мар, вӗсем — кӑпчаксем. XIV ӗмӗр вӗҫӗччен вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳренӗ, тепӗр ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫеҫ тӗпленсе пурӑнма пуҫланӑ. Иртнӗ кун-ҫула пӑтратма кирлӗ мар — вӑл мӗнле пулнӑ, пур — ҫапла тӗпчемелле.

Надежда Смирнова ҫырса илнӗ
«Хыпар», 2010, чӳк, 2


 
Категорисем: Атӑлҫи Пӑлхар
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-11-07 17:46:28 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4025 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем